влечение, желание. Иревли. Эпĕ халĕ кăмăл туртман çĕртре пурăнатăп. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха — мĕшĕн сыртăм пылчăкра? Кăмăл туртмасть, чун савмасть — мĕшĕн турăм тусăма? N. Ăçта кăмăл туртат, çавăнта кайтăр. N. Унта каяс килмес, кăмăл туртмас (чун туртмас, нет расположения). Дик. леб. 38. Пирĕн пĕтĕм кăмăл çакăнталла туртать пире. N. Çавăнпа эпĕ вĕсене хăйсен кăмăлĕ туртнă хыççăн çӳреме ирĕк патăм. N. Ĕçкĕ-çикĕре унпа пĕрле эрех ан ĕç, санăн кăмăлу унăн еннелле ан турттăр. Чума. Апат-çимĕç енелле пĕрте кăмăл туртман. Ib. Нимĕне те кăмăл туртман. N. Сире кунта темскер хăвăр пĕлмен кăмăл туртать. Алекс. Невск. Çавна кура темĕн тĕрлĕ ĕçлеме тăрăшакан çынсенĕн те ĕç енне кăмăл туртми пулнă.
Çавăн пекех пăхăр:
кăмăл тулни кăмăл тултар кăмăл туп кăмăл тупăнни « кăмăл туртни » кăмăл тыт кăмăл уç кăмăл уçăлни кăмăл урлă пулни кăмăл ӳкни